Ҫак кунсенче Чӑваш Енри тепӗр ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗнче пурӑнакан Раиса Богданова хӑйне РФ Президенчӗ саламласа открытка янӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ.
Юбилее кинемей тӑванӗсемпе, ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсемпе, культура ӗҫченӗсемпе пӗрле уявланӑ. Раиса Богдановӑна саламламашкӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Зайцев та килнӗ. Шӑпах Путин янӑ открыткӑна юбиляра вӑл тыттарнӑ. Пуҫлӑх кинемее шурӑ тӗслӗ кӗлчечек те парнеленӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ вара илемлӗ тумсем тӑхӑнса Раиса Богдановӑна ҫепӗҫ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Тӑван республикӑмӑрӑн уй-хирӗнче вырма малалла пырать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнерхи кун тӗлне пухнӑ цифрӑсене ӗненсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 186,7 пин гектар ҫинчен 455,9 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫапла вара хресчен ака лаптӑкӗн 64,5 процентне вырса илме ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче тӗштырӑна 80 процент ытла вырнӑ.
Кашни гектартан тухакан вӑтам тухӑҫ кӑҫал пӗлтӗрхинчен пысӑкрах: хальлӗхе 24,4 центнера ларса пырать (пӗлтӗрхи кӑтарту — 20,6 ц). Вӑрнар районӗнче тухӑҫ вӑтамран 30,1 центнер тухать.
Тепӗр хуҫалӑхсенче ир пулакан ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫинче ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗрхисем валли Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районсенче планпа пӑхнинчен ытла лаптӑк ҫӗр сухаласа хатӗрленӗ. 11 районта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хальлӗхе 2 пине гектар ҫитнӗ.
Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш Раҫҫей кинематографӗнче палӑрнӑ Чӑваш Ен ҫыннисен списокне хатӗрленӗ. Унпа паллашма сире те кӑсӑклӑ пулӗ тетпӗр.
Иоаким Максимов-Кошкинский: чӑваш театрне пуҫарса яраканӗ, пӗрремӗш чӑваш фильмӗсене ӳкерекенӗ, актер, режиссер, драматург, ЧАССР халӑх артисчӗ. Иван Яковлев ентешӗ. Раҫҫей шайӗнчи фильмсенче вылянӑ: «Романтики», «Алмазы», «Алитет уходит в горы». Сӑмах май, Иоаким Степанович ӳкернӗ картинӑсене хӑй вӑхӑтӗнче чикӗ леш енче те хапӑлласа йышӑннӑ.
Тани Юн: И.С.Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси, Раҫҫей шайӗнчи ӗҫӗ: «Атӑлҫи пӑлхавҫисем».
Петр Вельяминов: РСФСР халӑх артисчӗ. «Унӑн сумне эпир »харпӑрлӑха« илни, тен, тӗрӗсех мар, ҫапах та...», — теҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Вӑл 1926 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. 1943-1952 ҫулсенче ӑна репрессиленӗ. 60-мӗш ҫулсенче Дзержинск, Новочеркасск, Иваново, театрӗсенче вылянӑ, ҫав шутра пӗр хушӑ Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫленӗ. Чи паллӑ ӗҫӗсем: «Тени исчезают в полдень», «Вечный зов», «Повесть о человеческом сердце», «Пираты ХХ века»…
Станислав Садальский: Чӑваш Ен, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи халӑх артисчӗ Станислав Садальский Патӗрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче учительсен ҫемйинче 1951 ҫулта ҫуралнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи полици уйрӑмне 25 ҫулти каччӑ пынӑ, вӑл 78-ти аслашшӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын ӑсӗпе арпашӑнать-мӗн, хайхискер килтен тухса кайнӑ, ӑна никам та курман.
Ял халӑхӗ ватӑскер ирхине пӗве хӗррипе парк еннелле утнине курнӑ. Ку вӗсене сисчӗвлентермен. Ара, ватӑ ҫын унччен те ял тӑрӑх ҫӳренӗ.
Вӑл киле таврӑнмасан ӑна тӑванӗсем, полицейскисем кӑна мар, ял ҫыннисем те шырама тытӑннӑ. Ку хыпара вырӑнти хаҫата пӗлтернӗ, районти стендсем ҫине ҫакса тухнӑ. Полицейсем йытӑпах шырава тухнӑ.
Виҫӗ кунран старике 16-ри каччӑ, кӳршӗ ялта пурӑнаканскер, тупнӑ. Ватӑскер йывӑҫсен хушшинче пулнӑ, хӑй вӑйсӑрланнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл районти пульницӑра сывлӑхне ҫирӗплетет.
Ӗнер Елчӗк район администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа терроризм хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ инструктаж ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче ҫырса пӗлтернӗ.
Шанчӑксӑр япаласем курсан мӗнле тытмаллине ӗҫтешӗсене ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Клементьев тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый администрацине пропускпа кӑна кӗрсе тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл терроризмран ҫирӗп асӑрханмаллипе сӑлтавланӑ.
Мероприятие вара иккӗмӗш хутра ларакан тӳре-шарана администраци ҫуртӗнчен епле тухса тармаллине вӗрентнипе вӗҫленӗ. Калани асра юлтӑр тесе вӗсене саппас алӑкран ертсе тухнӑ.
Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫак кунсенче хӗрӳ ӗҫҫи пырать. Анчах ун вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ-и? Ҫак тӗллевпе Гостехнадзорӑн районти инспекцийӗн ертӳҫи А. Соловьев хуҫалӑхсене куллен тухса ҫӳрет, уй-хирти кӗрхи ӗҫсене хутшӑнакан техника юсавлӑхне тӗрӗслет.
Тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра комбайнсем ҫинче 2 огнетушительтен кая мар, ҫавӑн пекех 40 литр шыв, хӑйӑр кирлӗ. Тимӗр икӗ кӗреҫе, йывӑҫран пӗр кӗреҫе, шӑпӑр е швабра пуррине те вӑл пӑхать. пушар тухсан ӑна хупласа хума брезент кирлӗ.
Нумаях пулмасть специалист «Эмметево» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Труд» ялхуҫалӑх производство кооперативӗнче, Таяпа Энтринчи А. Петров хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пулса унти комбайнсене хакланӑ.
Паян ҫӗршывӗпех Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне уявлаҫҫӗ. Флот ҫывӑхӗнчи хуласенче ку уява уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Питӗрте, ав, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫар ҫыннисене саламларӗ. Эстрада артисчӗсен концертне те йӗркеленӗ унта.
Елчӗксем те ку уява палӑртнӑ. Хӗсметре тӑнисенчен хӑшӗсем моряк пулнӑ-ҫке. Ҫавсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илсе паян пӗрле пуҫтарӑннӑ.
Район центрӗнче лартнӑ моряксен палӑкӗ умне 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене «Елчӗк районӗнчи тинӗсре пулнисен тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Головин саламланӑ. Раҫҫей ялавне хӑпартма тинтерех кӑна ҫар службинчен таврӑннӑ Илья Григорьева шаннӑ. Исампай ялӗнчи 87 ҫулти Ананий Захаров моряк-ветерана вара Хисеп грамотипе чысланӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ҫулла та пурнӑҫ кӗрлесе тӑнине вӑл тӑрӑхри район хаҫачӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ 9 кружок ӗҫлет иккен. Вӗсенчен 4-шӗ ачасем валли, ыттисем — аслӑраххисем валли. Кружоксене халӑх хаваспах ҫӳрет-мӗн.
«Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе ял ҫыннисене савӑнтарать. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть кӑна Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялне кайса килнӗ-мӗн те хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем концертшӑн пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе клуб валли чӳрече каррисем ҫӗлеттернӗ. Алексей Сурков музыкант пултаруллӑ хӗрарӑмсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем вӗрентме тӑрӑшать. Ҫапла вара хӑйсем те чун канӑҫне тупнӑ, ҫынсене те хавас кӑмӑл кӳреҫҫӗ.
Республикӑри чылай хуҫалӑхри евӗрех Елчӗк районӗнчи «АСК – Яльчики» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсем те хирти тыр-пула тӑкаксӑр пухса кӗртессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ.
Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кунти хуҫалӑхра кӗрхи тулла 300 га ҫапса тӗшӗлемелле.
Вырмара «Дон-1300», «ACROS-530», «Палессе-12» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене опытлӑ комбайнерсем: Г. Парамонов, В. Яшин, А. Пудовкин, В. Сидоров, Г. Лазерев — йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ. Кӗрхи тулӑ гектартан вӑтамран 30 ытла центнер тухать.
Ҫапса тӗшӗленӗ тыр-пула Г. Егоров, А. Можаев, В. Савинов, А. Мартынов, С. Павлов водительсем вӑхӑтра турттараҫҫӗ.
Кӗрхисен лаптӑкӗсем пушанса пынӑ май сухаласах пыраҫҫӗ. Кунта В. Григорьев тракторист пысӑк хастарлӑх кӑтартнине пӗлтереҫҫӗ.
Йӗтем ҫинче те ҫак кунсенче ӗҫ шавӗ лӑпланмасть. Тӗш-тырӑ аласа тасатса кӗртекенсем агрегатсене чӑрмавсӑр ӗҫлеттереҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ.
Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ.
Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ.
Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |